Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ вырӑнти Ҫӗнтерӳ паркне юсаса ҫӗнетес тенӗ. Асӑннӑ парка Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалланӑ иккен.
Юсама килӗшекен организаци те тупӑннӑ. «Краснов» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӗве 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакне 16,8 миллион тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Палӑртнине кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме ӗмӗтленнӗ.
Объекта кайса пӑхнӑ та — палӑртнине туса пӗтермен. Вак-тӗвек ӗҫсем ҫеҫ юлнӑ-ха, ҫапах та пуҫӑннине вӗҫлемеллех-ҫке. Туса пӗтерменнине укҫа ҫине куҫарсан 666 пин тенкӗ пухӑннӑ.
Строительство организацийӗн директорӗ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Надзор органӗ яваплисем ӗҫе епле вӗҫленине те тӗрӗслесе тӑрӗ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑри ҫулсем ҫинче 3 инкек пулса иртнӗ, вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Муркаш районӗнчи Отарккӑра ӳсӗр водитель 47 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм ҫул айккипе велосипедпа пынӑ. Суранланнӑскер вилсе кайнӑ. 31 ҫулти водителӗн прави те пулман. Удостоверение унран кӑҫалхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче туртса илнӗ. Ун чухне хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ӳсӗр пуҫпа ҫакланнӑ.
19 сехет те 35 минутра Вӑрмар районӗнче «Лада Гранта» автомобиль 50 ҫулти хӗрарӑма таптаса кайнӑ. Шар курни ҫуран ҫӳрекенсене ятарласа каҫма пӑхса хӑварман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Инкекре хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Водитель урах пулнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аркадий Андреев 55 ҫул тултарнӑ.
Аркадий Андреев 1967 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Панкли ялӗнче ҫуралнӑ. Артист пулас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ ҫамрӑк 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӗ театр училищине (институтне) вӗренме кӗнӗ.
Муркаш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ маттур арӑн ҫутҫанталӑк панӑ илемӗ, Турӑ панӑ пултарулӑхӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн тата та сарӑлса, анлӑланса пырать тейӗн. Унӑн илӗртӳллӗ сассине те куракансем килӗштереҫҫӗ.
Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне 14 районта наркӑмӑшлӑ пултӑрана тӗп туса пӗтернӗпе пӗрех. Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ку ӗҫ вырӑнтан тапранман. Ҫапла пӗлтерет ЧР ял хуҫалах министрӗ Сергей Артамонов.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, наркӑмӑшлӑ пултӑран 20 районта 839 гектара ярса илнӗ. Ытларахӑшӗ – Етӗрне, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсенче. Ӑна тӗп тӑвас тесе Элӗк, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче тӑрӑшман.
Республикӑра ҫак ҫумкурӑка пӗтерме 19,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ку укҫапа хӑшӗ-пӗри вӑхӑтра усӑ курмасть ав. Сергей Артамонов Муркаш тата Элӗк районӗсем ку ӗҫе питӗ япӑх тунине палӑртнӑ.
Ӗнер ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре, Муркаш районӗнчи Рыкакасси ялӗ ҫывӑхӗнче Шупашкар еннелле каякан машина икӗ пӑшие ҫапса хӑварнӑ.
Водитель аманман, машина вара самаях сиенленнӗ. Шел те, пӑшисене ҫӑлма май килсен. Вӗсем ҫавӑнтах вилнӗ.
Водителӗн патшалӑха кӳнӗ тӑкакшӑн тӳлеме тивӗ. Пӗр пӑшишӗн 80 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Анчах ку тӗслӗхре водитель укҫана хӑйӗн кӗсйинчен кӑлармӗ. Вӑл машинӑна страхланӑран тӑкака страхлав компанийӗ тӳлӗ.
Муркаш районӗнче ӳсӗр ҫамрӑк арҫын икӗ йӗрке хуралҫисене хирӗҫ тӑнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Токшик ялӗ тӗлӗнче 29 ҫулти водитель водитель тытса пыракан машинӑна чарнӑ. Ҫавӑн чухне ҫав этем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх службин инспекторне тата патрульпе пост службин инспекторне бензинпа сапнӑ, унтан зажигалка ҫутнӑ. Пакунлисенчен пӗрин ӳчӗ 50 процент ытла пиҫсе кайнӑ. Усал шухӑшлӑ водитель вырӑнтан тапса сикнӗ.
Халӗ ҫав ҫамрӑка тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Элта — тытса чарнӑ. Вӑл тусӗ патӗнче пулнӑ. Судпа темиҫе хутчен те явап тытнӑскер айӑпне тунман.
ҪҪХПИ инспекторӗсем Мари Эл арҫыннине шыраҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл полицейские вӗлерме тӑнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Токшик ялӗнче ҫул-йӗрпе патруль тата полици ӗҫченӗсем ВАЗ-2114 машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче ӳсӗр 29 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл - Мари Эл ҫынни.
Хайхискер чарнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ, багажникрен канистр кӑларнӑ та йӗрке хуралҫисене бензинпа сапнӑ, унтан шӑрпӑк ҫутнӑ. Пӗр полицейскин ӳчӗн 50 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Унӑн ӗҫтешӗ аманман.
Муркаш районӗнчи Шупуҫӗнче пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗр водитель хӑйӗн машинипе курнӑҫланас тенӗ.
Ӳсӗр водитель, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер, ҫурҫӗр тӗлӗнче тусӗсене« ВАЗ-21124» автомобиле лартса ҫурҫӗр тӗлӗнче ял тӑрӑх вӗҫтерсе пынӑ. Машинӑна вӑл сехетре 140 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ. Автомобильпе кӗсех малтан йывӑс ҫине пырса тӑрӑннӑ, унтан — газ пӑрӑхӗн юпи ҫине. Салонти пӗр пассажир вырӑнтах вилсе выртнӑ, тепри йывӑр суранланнӑ.
Суд водителе 7 ҫуллӑха колони-поселение ӑсатма йышӑннӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать, шывра чӑмпӑлтатас килет. Ӗнер республикӑра 3 ҫын путса вилни пирки хыпарлать Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ.
Муркаш районӗнче Сурӑм юханшывӗнче 27 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗвӗш ҫынни пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ, хӑй ӳсӗр пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере 17-ри каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн виллине паян шывран кӑларнӑ. Улатӑр районӗнче пулӑҫ путса вилнӗ. Унӑн кимми ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Кӑҫал республикӑра 20 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
Муркаш тӑрӑхӗн пилӗк гражданне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗсене Муркаш районӗн Хисеп Кӗнекине кӗртесси пирки Свидетельствӑсем панӑ. Вӗсенчен пӗри — Татьяна Огандерова (Моисеева) — Раҫҫей биатлонистки. Спорт мастерӗ, биатлон енӗпе тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, вӑл ҫамрӑксен хушшинче биатлон енӗпе тӗнче чемпионки, ҫуллахи биатлонта тӗнче чемпионки, Чӑваш Енри, Раҫҫейри тата Европӑри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи, тӗнче ӑмӑртӑвӗнче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ ятсене ҫӗнсе илнӗ. Биатлон енӗпе Тӗнче Кубокӗн тапхӑрӗн кӗмӗл призерӗ, Раҫҫейри хӗрарӑмсен команди йышӗнче эстафетӑра тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ шутланать.
Спортсменка хӑй ҫапла пӗлтернӗ: «Муркаш район администрацийӗ мана ҫакӑн пек чыс туни кӗтмен ҫӗртен пулчӗ, ҫакӑ вара питӗ кӑмӑллӑ».
Чӑваш Республикинчи — Чӑваш Енри — Раҫҫей УФСИНӗ хӑйӗн ӗҫтешне саламласа ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, ыранхи кун пирки пӑшӑрханмасӑр пурӑнма тата вӑрӑм ӗмӗр сунать, ҫывӑх ҫыннисем ӑна пулӑшса та тимлӗх уйӑрса тӑрассине шанать!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |